Проект тытăмĕ
Автор: Ирина • Февраль 7, 2020 • Творческая работа • 5,725 Слов (23 Страниц) • 403 Просмотры
Проект тытăмĕ
- Проект ячĕ (теми)
- Тĕллевĕсем
- Проект ĕçĕн задачисем
- Проект актуаллăхĕ
- Проекта пурнăçлама усă курнă мелсемпе меслетсем
- Теори бази
- Проекта хутшăнакансем
- Проекта пурнăçа кĕртесси
- Çыхăну тытмалли информации
- Тăкак смети
- Проектпа усă курни
Кÿртĕм
Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, чăваш чĕлхи те, тутар чĕлхи те тĕрĕк чĕлхисен ушкăнне кĕрет, вĕсем хурăнташлă чĕлхесем шутланаççĕ. Пурăнасса та вĕсем, территории енчен пăхсассăн, кÿршĕллĕ пурăнаççĕ. Кÿршĕллĕ халăх пулнă май вĕсем пĕр-пĕринпе тĕрлĕ енлĕ хутшăнура тăраççĕ. Апла пулсассăн та вĕсен лексикинче те, грамматикинче те пĕр пеклĕхсемпе уйрăмлăхсем самай курма пулать. Çавăнпа та эпир хамăр проект ĕçĕнче икĕ чĕлхери япала ячĕсен категорийĕсене танлаштарса сăнаса пăхас терĕмĕр.
Проект ĕçĕн ячĕ: чăваш тата тутар чĕлхисенчи япала ячĕсем.
Проект ĕçĕн тĕллевĕ: чăваш тата тутар чĕлхисенчи япала ячĕсен категорийĕсене танлаштарса вĕсенчи пĕр пеклĕхсемпе уйрăмлăхсене палăртасси.
Проект ĕçен задачисем:
- чăваш тата тутар чĕлхисенчи япала ячĕсен хисеп категорине палăртасси;
- чăваш тата тутар чĕлхисенчи япала ячĕсен кмăнлăх категорине тишкересси;
- чăваш тата тутар чĕлхисенчи падежсен категорине танлаштарасси.
Проект актуаллăхĕ: ку ыйту питĕ актуаллă тесе шутлатпăр, мĕншĕн тесен асăннă икĕ чĕлхери материала тĕпчесе тишкернĕ ĕçсем питех те сахал.
Проекта пурнăçлама усă курнă мелсемпе меслетсем:
- темăпа литература шырани;
- кирлĕ темăпа Интернет уçлăхĕнчи материала пухса тишкерни;
- çĕнĕ технологи мелĕсемпе усă курни (компьютерпа пичетлени).
Теории бази: Ашмарин, Н. И. Материалы для исследования чувашского языка. Ч.2. Учение о формах (Морфология) / Н. И. Ашмарин. – Казань: Типолитография императорского университета, 1898.
Ганиев, Ф. А. Образование сложных слов в татарском языке / Ф. А. Ганиев. – М., 1982.
Денисова, Т. В. Хальхи чăваш чĕлхи. Морфологи: хăнăху ĕçĕсем / Т. В. Денисова. – Шупашкар, 2000.
Насыров, К. Краткая татарская грамматика / К. Насыров. – Казань, 1860.
Чăваш чĕлхинчи япала ячĕ: вĕрен пособийĕ / Хатĕрл. В. И. Сергеев. – Шупашкар, 2001.
Проекта хутшăнакансем: 8-9 класри вĕренекенсем.
Проекта пурнăçа кĕртмелли вырăн: Çĕнĕ Шупашкарти Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ уйрăм предметсемпе тарăн пĕлÿ паракан 20-мĕш вăтам шкул.
Çыхăну тытмалли информации: 89613393480.
Тăкак смети: CD-R дискĕ, папка-скоросшиватель, пичет краски, пичет хучĕ.
Проектпа усă курни: çырса хатĕрленĕ проектпа чăваш чĕлхине вĕрентекенсене урокра тата класс тулашĕнчи ĕçре усă курма пултараççĕ.
II. Проект результачĕ.
- Чăваш чĕлхинчи япала ячĕсем.
- Япала ячĕн пĕлтерĕшĕ, морфологи паллисем тата синтаксис уйрăмлăхĕсем
Япалана (е япалаллăха) пĕлтерекен пуплев пайне япала ячĕ теççĕ. Ку пуплев пайне кĕрекен сăмахсем кам? е мĕн? ыйтура пулаççĕ: çынна пĕлтерекеннисем кам? ытти мĕн пур япалана пĕлтерекеннисем мĕн? ыйтура пулаççĕ.
Кам? ыйтуллă сăмахсем шутне уйрăм çын ячĕсемпе хушамачĕсем (Иван Петров, Сергей Васильев), ăру-тăванлăх терминĕсем (атте, анне, аппа), профессии сăмахĕсем (учитель, врач) кĕреççĕ.
Мĕн? ыйтуллă сăмахсем шутне йĕри-таврари тĕрлĕ япаласене пĕлтерекен сăмахсем (тинĕс, вăрман), çут çанталăкри пулăмсемпе (çумăр, юр), общество пурнăçĕнчи событисене пĕлтерекен сăмахсем (революци, митинг), абстрактлă ăнлава пĕлтерекен сăмахсем (илемлĕх, тасалăх), чĕр чун ячĕсем (лаша, сурăх, чăх), ÿсен-тăран ячĕсем (юман, хурăн), общество организацийĕсен, тĕрлĕ учрежденисемпе предприяти ячĕсем (завод, шкул) кĕреççĕ.
Морфологи тĕлĕшĕнчен япала ячĕсем ытти сăмахсенчен падеж, вăхăт, хисеп, камăнлăх категорийĕсенче пулнипе уйрăлса тăраççĕ. Ку категорисенчен чи палли – падеж категорийĕ.
...